Информаци кунĕ

Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ республикăри тĕрлĕ шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлессине пысăк тимлĕх уйăрать. Аслă шкул вĕрентекенĕсем çулсерен районсенчи шкулсене çитсе профориентаци ĕçне туса пыраççĕ. Акă кăрлач уйăхĕн 31 – мĕшĕнче М.Р.Федотов ячĕллĕ чăваш тата тухăç чĕлхе пĕлĕвĕн кафедра доценчĕсем А.С Иванова. тата А.С. Егорова Кĕçĕн Çĕрпÿел, Нĕркеç, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕсене тĕл пулăва килсе çитрĕç. Вĕсем 10 – 11 классенче вĕренекенсемпе курса калаçрĕç. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕн кулленхи ĕçĕ – хĕлĕ пирки каласа панине ачасем тимлесе итлерĕç. Паянхи шкул ачисен студент пулас тесен тăрăшса вĕренмеллине ăнланмалла каласа кăтартрĕç аслă шкул вĕрентекенĕсем. Вĕренекенсем чылай ыйтусем парса кăсăкланчĕç. Тĕл пулу вĕренекенсемшĕн усăллă пулчĕ.  Паянхи кун аслă шкулсем вăтам шкулсемпе тачă çыхăнса ĕслесен çеç халăхшăн  тумалли ĕç – хĕл ахаль пулмасса кашни çын туйса тăчĕ тĕл пулу вăхăтĕнче.