Сывлăх уявě

Пирěн çěр-шывра «Йěлтěр йěрě» чупăва 1982 çултанпа паллă тăваççě. Пěтěм Раççейре нарăсăн 10-мěшěнче иртекен «Йěлтěр йěрě - 2013»спорт мероприятийě хěллехи çак спорт тěсне кăмăллакансене пурне те йěлтěр йěрě çине тăратрě.

    Кěçěн Çěрпÿел вăтам шкулěн вěренекенěсемпе вěрентекенěсем, Аслă Çěрпÿел ял хутлăхне кěрекен пилěк ялтан хутшăнчěç  Сывлăх уявне. Тěрлě  ÿсěмри çынсене пěр- пěринпе ăмăртса хăшě мала тухасси мар, пěр шухăшлă пулса сывă пурнăç  йěрки  пěр  йыша  пухрě çынсене.

    Физкультура учителě Р.В.Сапожникова «Йěлтěр йěрě - 2013» чупу пуçланни çинчен пěлтерчě. Пуçламăш класра вěренекенсем  стадион тавра çил пек вěçтерчěç. Чи маттуррисем  çак ачасем пулчěç: Рябчиков Максим -4 класс,  Казаков Николай -2 класс  ,  Яковлев Павел -1 класс , Егорова Елена -4 класс  , Егоров Олег - 3 класс  . Унтан вăтам  тата аслă классенче вěренекенсем  старта тухрěç. Вěсем хушшинче те малти вырăна йышăнакансем пулчěç. Пěр тăван Андрейпа Артем Алексеевсем акă финиша чи малтан çитме пултарчěç.  11 класри  Кашин  Артемпа  10 класри  Петров Игорь пирки те  çавнах каламалла. Районти«Йěлтěр йěрě - 2013» чупура та малти вырăнсене илме пултарчěç вěсем.

   «Йěлтěр йěрě - 2013» чупăва çавăн пекех шкул директорě С.В.Антонова, ял поселенийěн пуçлăхě  Г.Г.Ракчеев, кирпěч завочěн директорě А.Х.Ибрагимов     , перекет банкěн специалисчě С.Г Ракчеева хутшăнчěç. Ветеран учительсем те айккинче юлмарěç. Зоя  Витальевнăпа Станислав Павлович  Яковлевсем  акă  пěчěк Паша мăнукěпе килнě Сывлăх уявне.

   Чупу пěтсен те ача - пăча сассипе  чылайччен янăраса тăчě  шкул стадионě. Хěллехи уçă сывлăш, хěвеллě  кун  чăннипех  савăк кăмăл , çирěп сывлăх парнелерě пурне те.