Ашшĕ - амãшĕ пухãвĕ

Пуш уйãхêн 15-мĕшĕнче 11 класра ашшĕ - амãшĕ пухãвĕ пулса иртрĕ. Кун йĕркинче çакãн пек ыйтусем пулчĕç.

1) 2012/2013 çул вĕренÿ çулĕнче ППЭ улшãнусемпе çĕнĕлĕхсем.                     

2) Пĕрремĕш çур çул пĕтĕмлетĕвĕсем.

 Пĕрремĕш ыйтупа класс ертÿçи Ефимова В. С. сãмах илчĕ. Вãл ашшĕ -амãшĕсене пĕрремĕш çур çул пирки пĕтĕмлетсе пачĕ. Унтан класс ертÿçи 2012/13 çулхи ППЭ улшãнãвĕсемпе çĕнĕлĕхĕсем çинчен пухăва пухăннисене презентаципе паллаштарчĕ. Пухура çавãн пекех шкул директорĕ Антонова С. В., вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Любимова В. В., математикãна вĕрентекенĕ Григорьева М. В. тухса калаçрĕç, ашшĕ - амãшĕсене экзамен ĕçĕсем çинчен пĕлтерчĕç.