Волонтерсем акци ирттерчĕç

Октябрĕн 31-мĕшĕнче Аслă Çĕрпỹел вăтам шкулĕн волонтерĕсем И.М.Сиразетдинов участковăйпа пĕрле "Урă водитель" акци йĕркелерĕç. Çак вăхăтра автомашинăпа çула тухнисемпе тĕл пулчĕç, калаçу ирттерчĕç, тĕп ыйту çине хурав пама ыйтрĕç.

- Эсир çынсем руль умне ỹсĕр ларнине епле хаклатăр? - ыйтрĕç вĕсем кашни водительтен. Пурте эрех ĕçсен çула тухманнине палăртрĕç. Ыттисене те çапла тума сĕнчĕç.

Апла пулсассăн пурнăçра пурте çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнасса шанатпăр. Ун чухне инкексем те сахалрах пулĕç.

И.НИКОЛАЕВА.