Кашни учитель малашлăхпа пурăнать

Иртнĕ çулăн юлашки кунĕсенче ĕç урокĕсен, рисовани, черчени предмечĕсен учителĕсен тăваттăмĕш фестивалĕ иртрĕ. Асăннă предметсене вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвне çирĕм çула яхăн Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн учителĕ Ф.В.Гаврилов ăнăçлă ертсе пырать. Çавăнпах ĕнтĕ технологи учителĕсем те çак шкулах хăйсен черетлĕ фестивальне пуçтарăнчĕç.

Шкулти ачасен творчествипе паллашнă хыççăн фестиваль хăнисем хăйсен ĕçĕнчи паха тĕслĕхĕсене мастер-классенче кăтартрĕç. Тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ. Жюри фестиваль лауреачĕсене те палăртрĕ. Вĕсем: П.В.Родионов тата Н.В.Игнатьева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Е.В.Антонова (Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕ), В.М.Салаев (Асанкасси), Л.Н.Гибатдинова (Чĕчкен), М.Н.Хайбуллина (Урмаел), Г.Г.Асейнова (Хирти Явăш), Р.Г.Зинетуллина (Тукай Мишер). Кусем, мастер-классенче палăрнисем, дипломсене тивĕçрĕç.

Унсăр пуçне жюри "Учитель творчестви" конкурса та пĕтĕмлетрĕ. Ф.В.Гаврилов (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), И.А.Ильина (Тăманлă Выçли), С.В.Петрова (Хырай Ĕнел), В.Н.Алексеева (Анат Тимĕрчкасси) фестиваль лауреачĕсем пулса тăчĕç.

"Ачасен творчестви" конкурсра вара районти шкулсенчи 31 вĕренекен хăйсен пысăк ăсталăхĕпе палăрчĕ, дипломсене тивĕçрĕ.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн директорĕн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.К.Орлова фестиваль пысăк шайра иртнине палăртрĕ, уйрăмах "мастер-класс" форматра ĕç урокĕсен учителĕсем çав тери пултаруллă пулнине кăтартса хăварчĕ. Çакăн пек фестивальсем професси уявĕсемех пулса тăраççĕ.

В.ГАВРИЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"