Кĕçĕн класра вĕренекенсен эрнелĕхĕн пиллĕкмĕш кунĕ «Атьăр туслă пурăнар-и, пĕр-пĕрне пулăшар-и?» девизпа ĕçлеме пуçларĕ. Вĕренекенсем «Манăн туслă çемье» темăпа ăслав çырчĕç. Чи пултаруллисем Ильина Снежана, Макарова Дана, Анисимова Татьяна, Исмагилова Юлия, Ильин Максим, Петров Анатолий, Родионов Иван пулчĕç.
«Чĕкеç чĕлхеллĕ чăваш ачисем» сăвăсен конкурсне вĕренекенсем питĕ активлă хутшăнчĕç. Чи малтанах вĕсем чăваш кĕвви итлерĕç, «Чăваш çĕрĕ-шывĕ çинчен» видеофильм курчĕç. Ун хыççăн чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ, палăртуллă, туйăмпа пăхмасăр каларĕç. Уйрăмах çак вĕренекенсем палăрчĕç: Медведева Милена, Афанасьев Кирилл, Ильин Александр, Ильина Снежана, Ефимов Дмитрий, Исмагилова Юлия, Николаева Валентина, Анисимова Татьяна, Ядров Артём, Макарова Дана. Конкурс ачасем пурте пĕрле «Илемлĕ» юрра юрланипе вĕçленчĕ.