Кӑмӑллӑ тӗл пулу

  

    Паян пуçламăш класра вĕренекенсен чăн-чăн уяв. Вĕсем патĕнче хăнара - ку тăрăхра çуралса ÿснĕ поэт Мария Каçалсем. Тĕл пулăва ачасен ашшĕ-амăшĕсем те килнĕ. Уява вĕренекенсем  поэтăн «Анне» сăввипе  усрĕс. Çырвсă кăштах хăйĕн çинчен каласа пачĕ, сăввисене вуларĕ. Сăввисем вара илемлĕ янăраççĕ, чуна пырса тивеççĕ. Хăш-пĕр сăввисемпе музыкантсем юрăсем те кĕвĕленĕ. Тем çинчен те сырать иккен поэт, пурнăсри тĕрлĕрен пулăм унăн чунне хумхантарать, тыткăнлать. Ачасем  унăн хăйсене  килĕшнĕ сăввисене илемлĕн шăрантарчĕç. Уяв савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ. Курма килнĕçынсене ачасем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.. Юлашкинчен Мария Кçалсем ачсене хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Эпир поэта тата нумай сăвă-юрă çырса çынсене савăнтарма ăнăсу сунатпӑр.