«Хулара ят-сум çĕнсе илме йывăр»

Каçал пики Екатерина Антонова Иван Шишкинăн «Хырлăхри упасем», Борис Кустодиевăн «Çăварни», Иван Айвазовскин «Каприри уйăхлă каç» картинисене кăмăллать. Ку ĕçсемпе пĕчĕк чухнех хавхаланнăскер вырăссен паллă ÿнерçисен çулĕпе утма шухăшланă.

Мĕнле профессие суйлассине амăшĕн йăмăкĕ те витĕм кÿнĕ. Катя Кĕçĕн Çĕрпÿелти шкулта 2-мĕш класра вĕреннĕ чухне Тамара Андреева унта практика ирттернĕ. Пĕлÿ çуртĕнчи акт залĕн стени çине Хирти Шăхасан тавралăхне куçарнă. Тăванĕ епле ĕçленине тимлĕн сăнанă хĕрача, унăн урокĕсене юратса çÿренĕ. Тамара Васильевнăпа пĕрле çурт тăррине хăпарса, çыран хĕррине кайса çут çанталăка сăнанă, ăна хутпа пир çине куçарнă. Çак искусство тĕнчипе кунран-кун çывăхланнă вăл.

Антоновсен кĕçĕн хĕрĕ 9-мĕш класран пуçласа район центрĕнчи ача-пăча искусствăсен шкулне çÿренĕ. Унта ăсталăха виçĕ çул туптанă. Тăватă çул вĕренмелле пулнă. Юлашкине экстерн мелĕпе пĕтерсе свидетельство илнĕ. Юлашки шăнкăрав янăриччен çап-çамрăк ÿнерçĕ районта хăйĕн ĕçĕсен «Кулленхинче - илемлĕх» куравне йĕркеленĕ. Вĕсен хушшинче ытларах пейзаж, натюрморт, сюжетлă ÿкерчĕк пулнă.