К.В.Иванов, И.Я.Яковлев, Çеçпĕл Мишши çыравçăсен пултарулăхĕсем тăрăх стена хаçачě

Пуçра мěн чухлě шухăш санăн,

Мěн чухлě ěмěт хальлěхе.

Сана,ачам, пурне те панă

Чăваш чěлхи, тăван чěлхе.

(Я.Ухсай) 
Чǎваш чĕлхи эрни  «Тǎван енěм – Чǎваш ен» презентаципе паллашнипе пуçланчĕ. Вĕренекенсем Чǎваш енĕн паллǎ вырǎнĕсене çитсе курчĕç, мухтавлǎ ывǎл-хĕрĕн сǎн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. Чăваш чěлхи эрнинче пулса иртекен ěçсен йěркипе чăваш чěлхине вěрентекен В.С. Ефимова паллаштарчě.  5-7 класра вěренекенсем чăваш чěлхи эрнине халалласа К.В.Иванов, И.Я.Яковлев, Çеçпĕл Мишши çыравçăсен пултарулăхĕсем тăрăх стена хаçачě кăларчěç. Хаçата кăсăклă тума ачасене библиотекăри тата интернетри материал пулăшрě. Ака уйăхěн 18-мěшěнче 5-7 класра вěренекенсем чăваш чěлхи эрнине халалласа К.В.Иванов, И.Я.Яковлев, Çеçпĕл Мишши çыравçăсен пултарулăхĕсем тăрăх стена хаçачě кăларчěç. Хаçата кăсăклă тума ачасене библиотекăри тата интернетри материал пулăшрě.

11 класра вěренекенсем хăйсем хатěрленě «Чăваш çыравçисем» буклетсем турěç. Кашни вěренекен хăйне килěшекен чăваш çыравçин пултарулăхěпе паллаштарчě. Петěр Хусанкай, Александр Артемьев, Николай Терентьев пултарулăхě тăрăх хатěрленě буклетсем илемлě те тарăн шухăшлă пулса тухрěç. Ачасем халăхăн ăс-тăнěпе тěнче курăмě тăван чěлхере упраннине çирěплетсе пачěç.