«Тăван чĕлхене пĕлетĕр-и?» викторина

Ака уйăхěн 19-мěшěнче 6 класра чăваш чĕлхипе литература вěрентекенĕ ертсе пынипе «Тăван чĕлхене пĕлетĕр-и?» викторинăна хутшăнчĕç. Чи хастаррисем шутĕнче çак ачасене палăртмалла: Казакова Валерия, Ядров Григорий, Кондратьева Диана, Артемьева Валентина, Егоров Олег, Егоров Данил. 7 классем вара чăвашсем мěнле пулса кайни, Атăл çи Пăлхар патшалăхěнче мěнле пурăннипе кăсăкланчĕç. Пирěн мăн асаттесем Вăтам Атăл тăрăхне хăçан вырнаçни, мěн ěçлени, тăхăнни, йăли-йěки пирки презентаци пăхни вěренекенсене кăсăклă пулчě.