Ака уйăхěн 21-мěшěнче «Ырă çын пулар» ятпа инсценировкăсен кунě иртрě. 5 класра вěренекенсем И.Я.Яковлев калавěсене сцена çине кăларчěç. «Кахалпа юлхав», «Кулачă» тата ытти калавсем ачасене атте-аннене хисеплеме, ěçе вăхăтра тума, тăрăшса ăс пухма вěрентеççě.
С.Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» шÿчĕ те ачасене килěшрě. 6 класра вěренекен Никитина София, Артемьева Валентина, Кондратьева Диана тата Казакова Валерия хăйсене шанса панă рольсене ăста вылярěç. Анне панă чĕлхерен вăтанмалла марине куракансем патне илсе çитерме пултарчĕç.