Чăваш чĕлхин эрнине хастар хутшăнчĕç

 «Асамат кĕперĕ» ушкăна çÿрекен кĕçĕн çулхи ачасем чăваш чĕлхин эрнине хастар хутшăнчĕç. Вĕсем пуçламăш класс ачисем  умĕнче сăвăсем вуларĕç, юрларĕç, ташларĕç.

Коля Лисин, Кирилл Ядров, Настя Анисимова, Степа Тарасов, Ярослав Артемьев, Карина Павлова вуланисем итлекенсен кăмăлне кайрĕç.