Чĕкеç чĕлхиллĕ чăваш ачисем

Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Çак илемлĕ те çепĕç чĕлхене пире асатте-асаннесем пиллесе хăварнă. Пирĕн те хамăрăн чĕлхене упрасчĕ, ăна малалла аталантарасчĕ. Пирĕн шкулти ачасем чăвашла юратса калаçаççĕ, тăрăшса вĕренеççĕ. Тĕрлĕрен конкурссене хастаррăн хутшăнаççĕ. Чăваш чĕлхи эрнинче «Чĕкеç чĕлхиллĕ чăваш ачисем» савăçăсен конкурсĕ иртрĕ. Кунта пÿçламăш класри ачасем хутшăнчĕç. Чăваш поэчĕсен сăввисене тĕлĕнмелле илемлĕ, чуна пырса тивмелле вуларĕç. Чи пултаруллисем çак ачасем пулчĕç: Александр Ильин, Артём Ядров (1 класс); Казакова Софья,Петрова Екатерина (2 класс); Анисимова Татьяна, Ильин Максим (3 класс), Терентьева Анна, Романова Ева (4 класс). Юлашкинчен ачасем чăваш юррисене илемлĕн шăрантарчĕс. Пурте кăмăллă юлчĕс.