Ачалăх... Çак вăхăт чи таса та чи ачаш туйăмсемпе çыхăннă. Атте-анне юратăвĕ, çывăх тăвансен ăшши, хаваслă тус-юлташ, илемлĕ парнесем, тĕрлĕ-тĕрлĕ теттесем... Чăн-чăн юмах тĕнчи евĕр мар-и вара çакă? Пепкисен ачалăхĕ хаваслă та асамлă пултăр тесе ашшĕ-амăшĕ мĕнпур вăйне хурать.
Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕ çумĕнчи "Асамат кĕперĕ" ача садĕнчи ачасен ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене тăтăшах пысăк парнесемпе савăнтарма манмасть. Акă, нумаях пулмасть вĕсем ача садне теттесем парнелерĕç. Ачасем теттесемшĕн мĕнлерех савăнчĕç тата!? Çĕнĕ пуканесемпе, машинăсемпе алăран ямасăрах выляççĕ.
Тавах ырă кăмăллă çынсене.
Н.КАШИНА,
воспитательница.