"Хастарлăх çăлкуçĕ" видеоконкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Нумаях пулмасть республика шайĕнче "Хастарлăх çăлкуçĕ" видеосăвăсен конкурсĕ пулса иртрĕ.

Çак конкурса Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем те тăрăшса хутшăнчĕç: ача садне çỹрекен Карина Павлова (ертỹçи Н.К. Кашина), Николай Лисин (1-мĕш класс, Анастасия Анисимова (ертỹçи В.А.Васильева), 2-мĕш класри Яна Евграфова, Артем Ядров (ертỹçи И.З.Евграфова), 3-мĕш класри Снежана Ильи- на, Виктория Петрова, София Казакова, Екатерина Петрова (ертỹçи О.С.Любимова), 4-мĕш класри Татьяна Анисимова (ертỹçи Н.И.Смирнова), 7-мĕш класра вĕренекен София Никитина (ертỹçи Н.К.Кашина). Нумаях пулмасть Шупашкар хулинче Наци библиотекинче конкурсра мала тухнисене чысларĕç. Асăннă ачасем пурте сертификат илме тивĕçлĕ пулчĕç. Снежана Ильина вара 1-мĕш, Карина Павлова 2-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсене чысласа вĕренỹ министрĕ Юрий Исаев, Петĕр Хусанкай ывăлĕ Атнер Хусанкай, "Сувар" хаçат редакторĕ Константин Малышев, чăваш халăх сайчĕн тĕп администраторĕ Николай (Аçтахар) - Плотников, YouTube-ри "Шкул ТВ" канал йĕркелỹçи Владимир Андреев, "Сувар ТВ" йĕркелỹçи Ултиар Цыпленков тата ыттисем те саламларĕç. Пĕчĕк хастарсем Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçрĕç.

Н.КАШИНА,

воспитатель.