Паллă ентеше асăнса

 Мăнкун кунĕ Социализмла Ĕç Геройне, РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ механизаторне Леонтий Николаевич Акчурина (1933-1985 ç.ç.) халалланă шашкăпа шахмат турнирĕ Хирти Шăхасан ялĕнчи культура çуртĕнче кăçалхипе 23-мĕш хут иртнĕ.

Леонтий Акчурин Хирти Шăхасан ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăл ĕмĕрĕпе "Красный Октябрь" колхозра механизаторта тар тăкнă. Тăрăшуллă ĕçчен хăй вăхăтĕнче районта тата республикăра ирттернĕ сухаçăсен конкурсĕсене хутшăнса пĕрре мар чемпион ятне çĕнсе илме пултарнă. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна 1968 çулта "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ", 1970 çулта "РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ятсемпе чысланă. 1971 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче ентешĕмĕр Социализмла Ĕç Геройĕн ячĕпе пĕрлех Ленин орденне те тивĕçнĕ. 1975 çулта Леонтий Николаевича Патăрьел суйлав округĕнче СССР Аслă Совечĕн депутатне суйланă. Шел пулин те, паллă ентешĕмĕр 1985 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ентешĕсем ун пирки "Ырă та таса кăмăллă, çынна ăнланакан этемччĕ", - теççĕ. Çакăн евĕр çынсем хальхи çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла та ĕнтĕ.

Пухăннисене Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн тĕп специалист-эксперчĕ Александр Иванов тата Леонтий Николаевичăн хĕрĕпе кинĕ - Галинăпа Ирина - саламларĕç. Вĕсем çак çăмăл мар тупăшура кашнинех ăнăçу сунчĕç. Ăмăртăва пурĕ 4 команда хутшăнчĕ. Кашни командăра 1 çын шахматла тата 2-шĕ шашкăлла выляма пĕлекен ăстасем пулчĕç. Тупăшу питĕ кăсăк иртрĕ. Нумай очко пухса малти вырăна Альберт Акчурин, Виталий Артамоновпа Валерий Акчурин команди çĕнсе илме пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăна Анатолий Школьников, Анатолий Анисимов, Николай Макаров ушкăнĕ тухрĕ. Виççĕмĕш вырăнта вара - Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем - Елена, Мария тата Дмитрий Егоровсем. Кашни команда Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесене тивĕçрĕ.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем асăннă турнира ирттерме пулăшнăшăн "Слава картофелю" агрофирма ер-тỹçисене тав сăмахĕсем калаççĕ.

Аслă Çĕрпỹел ял поселенийĕн сайтĕнчен.