Шкул... Пирĕн çĕр-шывра вăл пĕлỹ çурчĕ кăна мар, унăн пĕлтерĕшĕ тата та анлăрах. Шкул пулсан кăна ял чăн-чăн пурнăçпа пурăнать! Кашни çын, тухтăр е вĕрентекен, шофер е ытти професси ĕçченĕ, кирек кам пулсан та, вĕсен кашнин, тахçан-тахçан, пурнăç авăрне кĕрсе кайнă чухне, хитре ачалăх вăхăчĕ шкулпа çыхăннă. Вăл - çын пурнăçĕнчи чи хỹхĕм самант, яланах чĕресенче упранать.
Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕ раштавăн 7-мĕшĕнче хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ çынсене шкул коллективĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ. Малтанах хăнасем ачасем хатĕрленĕ куравсемпе паллашрĕç, иртнĕ вăхăчĕсене аса илчĕç.
Часах савăнăçлă мероприяти те пуçланчĕ. Пухăннисем умĕнче малтанах шкул директорĕ Светлана Антонова сăмах илчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов салам сăмахĕсем каланă хыççăн шкул коллективне Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова хăйĕн салам сăмахĕ семпе уява татах та пуянлатма пулăшрĕ.
Пухăннисем шкул ачисемпе вĕрентекенсем, вырăнти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ хатĕрленĕ концерта пăхса киленчĕç. Юрă-ташă кашнин кăмăлне уçрĕ. Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕн "Уяв" ансамблĕн концерчĕ вара халăха çĕклентерсе ячĕ тесен те юрать. Сăмах май каласан, коллектив ертỹçи Зинаида Козлова тахçан хăй те çак шкулта ăс пухнă. Халĕ вăл - паллă ушкăн ертỹçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, хастар ентеш.
Эпир вара пысăк та сумлă уява ирттерме пулăшнă кашни çыннах чĕререн тав тăватпăр.
Н.Кашина.