Тăван халăхăн йăли-йĕркине, чăваш чĕлхин илемне, çепĕçлĕхне туйма мĕн пĕчĕкренех вĕрентес тĕллевпе республикăри ача сачĕсем хушшинче "Хунав" фестиваль ирттерессине йăлана кĕртнĕ.
Акă, нумаях пулмасть Комсомольскинчи "Пучах" ача сачĕ чăвашлăха кăмăллакансене пуçтарчĕ. Районти ача сачĕсене çỹрекен тĕрлĕ ỹсĕмри пепкесем "Асамлă юмах тĕнчи", "Янра, сăввăм, хыттăнрах", "Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕ", "Илемлĕ чăваш юрри" номинацисенче мала тухассишĕн тăрăшрĕç.
Конкурсантсем пурте пултарулăхпа палăрчĕç. Юрă юрласа вара "Пучах" ача сачĕн ушкăнне çитекен пулмарĕ. С.Денисова, А.Потапова, А.Зубунова 1-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕ çумĕнчи ушкăн, Чĕчкенри тĕп шкул çумĕнчи ача сачĕн артисчĕсем - иккĕмĕшсем, Тукай Мишерти, Урмаелти ача сачĕсен воспитанникĕсем - виççĕмĕшсем.
Пултаруллă ачасем юмах лартса пама та ăста. "Пучах" ача сачĕ хатĕрленĕ юмах фестивальте 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. "Радуга" ача садне çỹрекенсем - иккĕмĕшсем, "Пилеш" ача сачĕн шăпăрланĕсем виççĕмĕшсем пулчĕç.
Уйрăмах вара пăхма килнисене тата жюрие "Янра, сăввăм, хыттăнрах" номинацие хутшăнакансем кăмăла кайрĕç. Ахаль пурнăçра чăвашла калаçсах кайман ачасем те чăваш сăввисене такăнмасăр, кăмăллăн каласа пани савăнтарать тата çав вăхăтрах мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Кунта 1-мĕш вырăна И.Соловьев ("Пучах"), 2-мĕш вырăна А.Николаева (Тăманлă Выçли), И.Айнетдинова (Чĕчкен), Л.Зинатуллина (Тукай Мишер), М.Жукова ("Пучах") виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç.
Фестиваль-конкурс "Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕ" номинаципе вĕçленчĕ. Кунта ачасем хăйсен пултарулăхне тата ăсталăхне туллин кăтартса пачĕç. С.Шингалова ("Пучах") 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. В.Шумилкина ("Пучах"), Э.Иванова ("Радуга") - иккĕмĕш, Д.Садртдинова ("Лейсан") виççĕмĕш пулчĕç.
Асăннă уява йĕркелени ачасен пултарулăхне ỹстерет, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма май парать.
А.ФЕДОСЕЕВА,