Ильин Максим малти вырăна (призёр) çĕнсе илме пулчĕ

Чăваш халăхĕн кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Комсомольски район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта 7-9 класс ачисем хушшинче „Чăваш ачи, сассуна пар!” уяв иртрĕ.

 Районти шкулсенчен 7-9 классенче вĕренекенсем пурĕ вун тăватă ача хутшăнма кăмăл турĕ.Пĕрин хыççăн тепри поэтăмăрăн тарăн шухăшлă сăввисене чуна пырса тивмелле янăратрĕç.Ун хыççăн ачасем Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарулăхне хăйсем мĕнлерех пĕлнине викторинăра тупăшса тĕрĕслерĕç. Çак  конкурса пирĕн шкултан  7-мĕш класра вĕренекен   Ильин  Максим хутшăнчĕ (ертÿçи В.С.Ефимова). Вăл  малти вырăна (призёр) çĕнсе илме пулчĕ. Маттур, Максим, малалла та ăнăçусем  сунатпăр.