2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, мĕн пур чăваша Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци пĕрлештерчĕ. Пĕрисем радио-телевизор,теприсем Интернетри хутшăну тетелĕсене вырнаçтарнă аудиофайлсене итлесе Ю. Скворцовăн "Уках хурăнĕ" хайлавĕнчи сыпăка çырчĕç.
Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акцие активлă хутшăнчĕç. Диктант çырнă 12 çынран 3- шĕ «5» паллă, 6-шĕ «4» паллă, ыттисем «3» паллă илме тивĕç пулчĕç.
Çакна та палăртса хăвармалла: акцие вĕренекенсене ытларах хутшăнтарас енĕпе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Ефимова В.С. хастар пулчĕ.
Пĕтĕм чăваш диктантне хутшăнакансене малалла та кашни çулах активлă пуласса шанатпăр.
Çапла вара, паян эпир диктант çырса хамăр чăваш пулнине палăртрăмăр, тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван халăхран, тăван чĕлхерен хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтĕмĕр.