Чăваш чĕлхи эрни

 

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен шкулсенче чăваш чĕлхи эрни пырать. Кĕçĕн  Ҫĕрпÿел шкулĕнче те чăваш чĕлхине халалланă тĕрлĕ мероприятисем дистанци мелĕпе иртеççĕ.

Республика шайĕнчи «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акцие хутшӑнатпӑр. Чăваш чӗлхи ҫинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео ҫине ӱкерсе илсе #эпӗчăвашлакалаҫатăп хештегпа Интернетри хутшăну cӗтелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтаратпӑр. 

Ҫулсеренех иртекен „Пĕрлехи чăваш диктанчĕ – 2020“ акцие ака уйӑхĕн 24- мĕшĕнче хутшӑнма палӑртнӑ. Кĕҫнерникун, ака уйӑхĕн 23- мĕшĕнче Онлайн видеоконференци „Чăваш чĕлхипе литературине инçет мелĕпе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем“ („Актуальные вопросы организации дистанционного обучения чувашскому языку и литературе“) иртрĕ. Унта инçет мелпе вĕрентнĕ чухне йывăрлăхсем вĕрентекенсем умне кăна мар, ашшĕ- амӑшĕсене те пырса тивни, çав йывăрлăхран тухмалли çулсем çинчен калаçрĕç.

Аслӑ ҫĕнтерĕве халалланӑ конкурссене, викторинăсене, тĕрлĕ проектсене  ачасем, вĕрентекенсем хастар хутшăнасса шанас килет.