Вĕренÿ отличникĕ, кашни çулах Хисеп хучĕсем илме тивĕç пулать. Пултаруллăскер, яланах малтисен йышĕнче вăл. Час-часах илтме пулать çакáн пек калаçу шкулта та, ял çинче те. Сáмах 7-мéш класра вéренекен Снежана Ильина пирки пырать.
Кĕçĕн Çĕрпÿел шкулне ачасем пилĕк ялтан çÿреççĕ. Пĕлÿ çурчĕ хăтлă кунта, икĕ хутлă, классем çутă та таса. Коридор илемлĕ чечексемпе илĕртет. Çапах вĕренекен сахалли ăшăрхантарать. Снежана ăс пухакан 7-мĕш класра сакăр ача. Хĕр ача Аслă Çĕрпÿел ялĕнчен çÿрет. Шкул автобусĕ патне тухма ирсерен пĕр вăхăтра вăранса пуçтарăнма хăнăхнă вăл. Çемьере 3 ача çитĕнет, çавна май вăр-варлăха вĕреннĕ. Тетĕшĕ Максим та çак шкулах 8-мĕшне çÿрет.Снежана - тăрăшуллă, сăпайлă. Тин кăна парта хушшине ларнă пулин те, лайăх паллăсем çеç унăн дневникĕнче. Кашни çулах вăл - вĕренÿ отличникĕ.
Чăваш чĕлхипе литературине Валентина Сергеевна вĕрентет. Çак предмета уйрăмах юратнин сăлтавне пытармасть хĕр ача. Учителĕ илемлĕ интонаципе вулани тыткăнлать ăна, тен, çавăнпах пуль район шайĕнче иртекен Илемлĕ вулакансен конкурсĕнче малти вырăнсене çĕнсе илме пултарать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ те Снежанáшáн áнáçлá пуçланчé. Вáл район шайéнче ирттернé ораторсен конкурсéнче малти вырáна çéнсе илме пултарчé. Пултаруллă хĕр ачашăн кáçалхи çул та ăнăçлă пултáр.