Чăваш халăх поэчĕ, пирéн ентеш, Валери ТУРКАЙ кăçалхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче 60 çул тултарчĕ. Валерии Туркай поэта пирĕн республикăра кăна мар, ҫӗршывӗпех пĕлеҫҫĕ, хисеплеҫҫĕ. Вãл халăх поэчĕ те, общество деятелĕ те, таса чунлă, ырă кăмăллă ҫын та. Унăн пьесисемпе чăваш театрӗсем спектакльсем лартнă. В.Туркай тăванла халăхсен поэчӗсен хайлавӗсене чăвашла куçарас ӗçре ырми-канми тăрăшать, хăйӗн сăввисене те нумай чӗлхене куçарнă.
Шкул библиотекинче поэзи сывлӑшӗпе хӗмленсе тӑракан Валери Туркай кĕнекисенчен «Эп,çамрãклãх, санпа сывпулашатãп» ятлã выставка йĕркеленĕ.