Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕччен шкулта чăваш чĕлхи эрни пырать. Çак кунсенче чăваш чĕлхине халалланă тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Çак мероприятисенче шкул çулне çитмен ачасем те хутшăнаççĕ. Пĕрисем сăвăсем калаççĕ, теприсем ÿкереççĕ, виççĕмĕшĕсем юмах лартаççĕ. «Асамат кĕперĕ» ушкăн ачисем Н.Иванов çырнă «Тилĕпе мулкач çури» ятлă юмахпа чăваш чĕлхи эрнине хастар хутшăнчĕç.