«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалĕ

Чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 173 çул çитнине халалласа ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче  район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Комсомольскинчи тĕп библиотекăра 5-11 классем хушшинче республика шайĕнчи «Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалĕ пулса иртрӗ. Поэзие юратакансене тупса палăртас, чăвашлăха аталантарас, Валери Туркай пурнăçĕпе тата  пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе пухăннă уява шкул ачисем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе сумлă хăнасем.    

Поэзи фестивальне чăваш халăх поэчĕ В.В.Туркай хутшăнни сăвă вулакансене питех те савӑнтарчӗ. Вĕсем ачасене тăван чĕлхене юратса вĕренме, хисеплеме, тĕпчеме, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, халăх йăли-йĕркине упрама, пĕлÿлĕхе ÿстерме хавхалантарчĕç. Поэзи çулĕ çине тăма, ун пархатарне мĕн ватăличчен курма, паллах, поэт пулса çуралмалла. Нумай ĕçлесе тăрăшни, çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр сăвă йĕркисем шăрçалани, çырнă хайлавсене кун çути парнелени сая кайманни çыравçăшăн пысăк ÿсĕм. Çав йĕркесене илемлĕн вуласа шăрантарни вара – татах та пысăк хак.

Фестивале районти  14 шкултан, унсăр пуçне Йĕпреç, Канаш, Вăрнар районĕсенчен хĕрĕхе яхăн вĕренекен хутшăнчĕ.

Поэзие кăмăллакансене В.Туркайăн витĕмлĕ сăмахĕсем тыткăнларĕç, вăл чуна пырса тивмелле вуланă сăввисем кăмăлĕсене çĕклерĕç, тупăшура çĕнтерме хавхалантарчĕç. Пирĕн шкул чысне Калюканова Валентина (10 класс) тата Ильина Снежана (7 класс) хÿтĕлерĕç, çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Конкурса хутшăнакан кашни ачанах В.Туркай ятарлă дипломсемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕ.