Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче Сăр тата Хусан чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине паллă тăвассипе çыхăннă "А зори здесь сурские…"Астăвăм эрни (уçă уроксем, паттăрлăх сехечĕсем) малалла пырать.
Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕҫ паттăрлăхĕ» ятпа 8-мĕш класра класс сехечĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - Сăрпа Хусан оборона чиккисене тăвакансен паттăрла ĕҫне яланах асра тытасси, вĕсем пирки ҫитĕнекен ăрăва пĕлтересси, тăван халăхăмăрăн ятне ҫӳлтен ҫӳле ҫĕклесси. Класс ертÿçи Ефимова В.С. вĕренекенсене вăрçă вăхăтĕнче ентешĕмĕрсен тылри паттăрлăхне кăтартса паракан презентаципе, кăсăклă фактсемпе паллаштарчĕ
Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине çирĕплетес ĕçе хутшăннисен тÿпине çак цифрăсемпе хаклама пулать: тăшман танкĕсене хирĕçле хатĕрленĕ чăрмав 380 километра çитнĕ - 1500 çĕр пÿрт, 80 километр окоп, 1600 хÿтĕленсе çапăçмалли çирĕплетнĕ вырăнсем. 171 450 пине яхăн ҫын хутшăннă. «Хӳтĕлев чиккине тунă чухне асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем паттăрлăх кăтартнă, йывăрлăхсене парăнмасăр çĕнтерӳшĕн вăй-халне шеллемен. Халăх пурнăçĕн çак тапхăрне нихăçан та манмалла мар, ăна пирĕн те, килес ăрăвăн та асра тытмалла. Хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă кашни çыннăн ятне астуса тăмалла» - ҫак сăмахсемпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать.
Пĕтĕмлетсе ачасем Сăр тăрăхĕпе иртекен хӳтĕлев чиккин историне, тăван халăхăмăрăн паттăрлăхне упраса хăварасси пирĕн тивĕç иккенне каласа хăварчĕç.
Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, тылра ырми-канми ĕçленĕ çынсене, вĕсен паттăрлăхне манас марччĕ, вĕсене яланах асра тытасчĕ, сума сăвасчĕ.