"Петẽр Хусанкай – халăхăн мухтавлă ывалẽ" кӗнеке куравӗ

"Петẽр Хусанкай –  халăхăн мухтавлă ывалẽ" кӗнеке куравӗ

 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш АССР халӑх поэчӗ, Петр Петрович Хусанкай  ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрẽ. Петẽр Хусанкай Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Комсомол премийӗн лауреачӗ, Ҫеҫпӗл Мишши  ячӗллӗ Комсомол премийӗн лауреачӗ.   Вӑл литературӑна нумай хайлавпа пуянлатнӑ, иртнӗ, хальхи тата пулас тӑван халӑхӑн пуласлӑхӗ пирки тарӑн шухӑшсемпе тултарнă. П. Хусанкай  çырнă «Тăван çěршыв»,   «Таня» поэмăсене,   «Аптраман тавраш»   сӑвăлла романа чӑваш  халăхẽ лайӑх пӗлет.  Вăл вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен нумай произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ (А.Пушкин, М. Лермонтов, М. Горький, В. Маяковский, В. Шекспир, Т. Шевченко тата ыт. те).  

 Пирẽн шкул  библиотекинче  Петẽр Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул çитнẽ ятпа "Петẽр Хусанкай –  халăхăн мухтавлă ывалẽ" кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ, унта паллă поэтăн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе журналсене кӗртнӗ.  


Н.К.Кашина