Çак кунсенче иккĕмĕш класра уçă урок иртрĕ. Ачасем тĕсе пĕлтерекен паллă ячĕсемпе паллашрĕç. Урокра тĕрлĕ интереслĕ вăйăсем, вĕренекенсен пуплевне аталантарма пулăшакан чылай ĕçсем пулчĕç. Иккĕш классем чăвашла аван калаçни районтан килнĕ хăнасен кăмăлне те кайнă. Урок ăшă кăмăлпа тата ĕçлĕ хавхаланупа иртсе кайрĕ.
В. А. Васильева