Нарăсăн 28-мĕшĕпе пушăн 7-мĕшĕччен шкулта чăваш, вырăс, акăлчан, француз чĕлхисен эрни пуçланчĕ. Чăваш чĕлхипе литература эрнин планĕпе килĕшÿллĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Ефимова В.С. 8 класра «И.Я.Яковлев тата чăваш çырулăхĕ» калаçу ирттерчĕ. Ҫĕр виҫевҫин ĕҫĕпе кĕпĕрнесем тăрăх ҫӳренĕ май Иван Яковлев тĕрлĕ халăх пурнăҫĕпе паллашать. Ҫамрăк ҫынна вырăссемпе поляксем тата тутарсем хăйсен чĕлхипе кĕнеке-хаҫат вулани, ҫырма пултарни, анчах ҫакнашкал май чăвашсен ҫукки шухăша ярать. Ун хыççăн вăл çак енěпе тăрăшса ěçлеме пуçлать.1871 çулта Иван Яковлевич çěнě алфавит хатěрлет: 1871 çулта 47 сас палли, 1872 çулта 27 сас палли, 1873 çулта 25 сас палли. Алфавитпа пěрлех чăваш орфографийěн кěске правилисене те хатěрлет.
Аслă патриархăмăрăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те кăсăклă каласа пачĕ вĕрентекен.
В.С. Ефимова