"Чӑваш халӑхӗн Улӑпӗ" ятлӑ викторина иртрӗ

"Чӑваш халӑхӗн Улӑпӗ" ятлӑ викторина иртрӗ

Чӑваш чӗлхипе литератури эрни малалла пырать. 6-мӗш класра вӗренекенсем эрнелӗхе хастар хутшӑнаҫҫӗ. И. Я. Яковлев хайлавӗсем тӑрӑх ӳкерчĕксем турӗҫ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалласа чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Ефимова В. С. <Чӑваш халӑхӗн Улӑпӗ> ятлӑ викторина ирттерчӗ. Икӗ ушкӑна пайланса ӑмӑртрӗҫ ачасем. И. Я. Яковлевӑн чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ пархатарлӑ ӗҫӗсене аван пӗлни курӑнчӗ.

В.С. Ефимова