Ака уйӑхӗн 20 мӗшӗнче вӑтам тата кӗҫӗн класри шкул ачисем Чӑваш чӗлхи кунне уявларӗҫ. Ку уяв ял поселенийӗн культура керменӗнче пулса иртрӗ. Куракансене илемлӗ юрӑсемпе ,ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ шкул ачисем. Тӑван челхене сӑвӑсем каласа мухтарӗҫ. Вӗренекенсене шкулти чӑваш чӗлхи учителӗ тата кӗҫӗн класри вӗрентекенсем хатӗрленӗ. И.Я.Яковлев халалӗсем янрарӗҫ уявра. Ҫак халалсене малалла та асра тытасчӗ. Чӑваш чӗлхине манас марччӗ.
Р.П. Антонова