Çу уйăхĕн
25-мĕшĕ Кĕçĕн Çĕрпӳел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсене, ял-йыша
юлашки шăнкăрав уявĕпе пĕрле тепĕр паллă пулăм çыхăнтарчĕ – «Наследие»
(«Эткер») шкул музейĕ уçăлчĕ. Çак куна палӑртса шкулта чаплӑ уяв иртрӗ.
Шкул директорĕ
Антонова Светлана Васильевна хĕрлĕ хăю каснă хыççăн уява пухăннисене саламларĕ,
музея йĕркелеме пулăшакансене пурне те чунтан тав турĕ.
Мероприяти шкул
ачисен пултарулӑхӗпе пуҫланчӗ. Анна Терентьевăпа Снежана Ильина пирĕн ентешĕмĕр
Мария Каçалсем çырнă «Тăван шкулăма» сăввине чуна витермелле каласа пачĕç.
Музейра -
халăхăмăрăн еткерлĕхĕ Музей халăхăн кун-çулне, йăли-йĕркине, культурине,
историре палăрнă паллă çынсен ячĕсене ĕмĕрлĕхе асра хăварассинче, вĕсене килес
ăрусем патне çитерессинче тĕп вырăн йышăнать. Вăл несĕлĕмĕрсемпе пулас кĕçĕн
мăнуксене çыхăнтарать. Çакна шута илсе ĕнтĕ «Кĕçĕн Çĕрпӳел пĕтĕмĕшле пĕлỹ
паракан вăтам шкул» муниципаллă бюджет вĕренỹ учрежденийĕнче шкул историйĕн
музейне йĕркелерĕ. Музей ĕçне чĕртсе тăратакансем – пĕр тăван Федор Яковлевичпа
Владимир Яковлевич Григорьевсем - педагогика ĕçĕн ветеранĕсем. Вĕсем пĕрчĕн
–пĕрчĕн пуçтарнă ватă çынсен аса илĕвĕсене музейри стендсенче курма пулать.
Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Ефимова
Валентина Сергеевна шкулӑн историйĕпе,
кун-çулĕпе çыхăнтаракан стендсем пирки каласа пачĕ, музее йӗркеленӗ чухнехи
самантсемпе паллаштарчӗ. Экспонатсем
ҫинчен те, чӑвашсен авалхи пурнӑҫӗ ҫинчен те тӗплӗн каласа пачӗ. Музейри
экспонатсемпе малашне вĕрентекенсем шкул
ачисене вӗрентнӗ чухне усӑ курасси пирки иккĕленмелли çук. Шкулăн пуян историне кунта вăй хунă
вĕрентекенсене, паллă выпускниксене, тĕрлĕ вăрçă паттăрĕсемпе çар çыннисене
халалланă кĕтессемпе стендсем, сăн ỹкерчĕксем уçса параççĕ. Музейра çарпа
патриотизм тематикипе çыхăннă уроксемпе класс сехечĕсем, калаçусем, паллă
çынсемпе асран кайми тĕл пулусем шкул музейĕнче иртĕç. Экспонатсем те
нумайлансах пыраççĕ. 2022 çул - Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕ,
Хальхи вӑхӑтра та музей экспонатсемпе пуянланать — хӑнасем, шкул ачисем тӑтӑшах
хӑйсен асламӑшӗсемпе тӑванӗсен килӗнче тупӑннӑ япаласене парнелеҫҫӗ
Халăхăмăршăн
тăвакан ĕçĕр яланах усăллă пултăрччĕ, килес ăрусем патне ун пархатарĕ
çиттĕрччĕ...
- Ачасенче тăван ене, унӑн ҫыннисене хисеплеме вӗрентесси, паллă çынсемпе паллаштарассишӗн пурнăçланакан ӗçсем ӗнтӗ çаксем, – тет шкул директорӗ Антонова С.В. – Ҫаплах халӑхăн йӑли-йӗркисене, алӑ ӗçӗсен тӗслӗхӗсене пулас ӑрусем валли хăварасси тӗп тӗллевӗмӗр.
В.С. Ефимова