Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКО Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе 2000-мӗш ҫултан уявлаҫҫӗ.Кашни халӑхӑн чӗлхи хайне евӗрлӗ. Авал пӗр халӑха тепринчен чӗлхине пӑхса уйӑрнӑ. Хӑйне кӑна тивӗҫлӗ чӗлхе пулмасан халӑха уйрӑм халӑх вырӑнне те хуман. Пӗр миллион ҫын калаҫакан чӗлхе аслӑ чӗлхе шутланать. Ҫавӑн пек чӗлхесен йышне чӑваш чӗлхи те кӗрет.Чӗлхере халӑх кӑмӑлӗ, шухӑшӗ, туйӑмӗ, сӑнарлӑхӗ палӑрать. Тӑван чӗлхен ытти чӗлхене те хисеплет. Тӑван ҫӗр-шыва юратасси тӑван чӗлхерен, анне сӗчӗпе кӗнӗ чӗлхерен пуҫланать.Тӑван чӗлхене лайӑх пӗлни те пӗр чӗлхене вӗренме, унӑн уйрӑмлӑхӗсене тӗплӗнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пӗлӳ туянма пулӑшать.
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пирĕн шкулти вӗренекенсем сӑвӑ илемлӗ вулассипе тупӑшрĕҫ. Пӗрремӗш вырӑна, пуринчен те маттуртарах пулса, 3-мĕш класра вĕренекен Егор Тихонов тухрĕ. Иккӗмӗш вырӑнта — Анастасия Иванова (6-мĕш класс), виҫҫӗмӗшӗнче — Дима Сергеев (2-мĕш класс), Ро Августина Родионова (4- мĕш класс), Елизавета Борисова (6-мĕш класс). Ҫĕнтерӳҫĕсене саламлатпӑр, малалла та ӑнӑҫусем сунатпӑр.
Р. П. Антонова