Ака уйăхěн 22 – мěшěнче Чăваш чěлхи эрни пуҫланчě. Эрне пуҫланнă кун ачасем «Чӑваш чӗлхи» фильм курчěҫ. Ҫак документлӑ ӗҫе Виктор Чугаров хамӑр патра ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсене ҫитсе те ӳкернӗ. Фильм ӳкерес шухӑш пуҫа ӑнсӑртран килсе тухнине, ҫӳлти хӑватсем кирлӗ ҫынсемпе паллаштарнине пӗлтерет вӑл. Чӑвашла калаҫма Виктор шкулта тата ҫуллахи каникулта яла кайсан вӗреннӗ. Чӑвашла пӗлнипе тата ку чӗлхепе калаҫма пултарнипе Виктор Чугаров хӑпартланать-мӑнаҫланать.
Н. К. Кашина