«Эсир чăваш чěлхине лайăх пěлетěр-и?» викторина

«Эсир чăваш чěлхине лайăх пěлетěр-и?» викторина



Пирӗн тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи.   Пирěн шкулта чăваш чěлхи эрни пырать. Ҫак майпа шкулта уҫӑ уроксем, тӗрлӗ конкурссем,   класс тулашӗнчи ӗҫсем ирттерме палăртнă. «Чӑваш халӑхӗн ҫӗр пин сӑмах»-, тенӗ И.Я.Яковлев чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне палӑртса. Мӗн тери пуян та илемлӗ пирӗн тӑван чӗлхе! Тӑван чӗлхепе усӑ курса тӗрлӗ шухӑша палӑртма, илемлӗ ӳкерчӗксем ӳкерме, чуна хумхантаракан сӑвӑсем вулама пулать. Чӑваш чӗлхи! Эсӗ ҫепӗҫ, янӑравлӑ, илемлӗ.  Ачасен тӑван чӑваш чӗлхине хисеплес, ӑна юратса вӗренес кӑмӑл-туйӑмӗ пӗтмен-ха. Вӗсем ҫакна уроксенче, тӗрлӗ мероприятисенче кӑтартса параҫҫě. Паян, акă, 2,4-мěш класра вěренекен ачасем «Эсир чăваш чěлхине лайăх пěлетěр-и?» викторинăра хутшăнчěҫ, тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç.


В. А. Васильева